Чăваш
чěлхе кунне халалланă мероприятисем малалла пыраççě.
Ака
уйăхěн 24—мěшěнче пирěн патра хăнара хамăр тăрăхри поэтăмăр Иван Петрович
Ефимов пулчě. Калаçăва пуçличчен ачасем унăн сăввисене пăхмасăр каласа пачěç.
Ку, паллах, ăна питě савăнтарчě. Иван Петрович ачасене чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне
уçса пачĕ, паха сĕнӳсем пачĕ, ăна юратма, хисеплеме хистерĕ.
Вĕренекенсене хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Иван Петровичăн хушма ячĕ –
Сăкăт Ванькки. Сăр Сакат тăрăхĕнчи чаплă поэтăмăр. Ку кăна та мар-ха. Вăл
— Пĕрçырлан культура çурчĕ çумĕнчи «Сăр ен» халăх фольклор ушкăнне хутшăнать,
Етĕрне мунтципал округĕн Ветрансен Союзĕн председателĕнче тăрăшать, нумай-нумай
обществăлла ĕçсене хутшăнать. Питĕ кăткăс та сулмаклă ун кун-çулĕ.
Нумаях
пулмасть поэтăмăрăн «Кукаç авланни» кĕнеки пичетленсе тухрĕ. Çак кĕнеке - чăн-
чăн чăваш халăх сăмахлăхĕн, туй йăли-йĕркисен энциклопедийĕ.
Пур ĕçре те, пур çĕрте те вăл малтисен ретĕнче. Совет
Çарĕнче пултарулăх тата тавçăрулăх кăтартнăшăн Хисеп грамотисемпе темиçе хут
наградăланă. Чул хула çĕрĕнче ĕçлесе пурăннă вăхăтра унăн сăн ӳкерчĕкĕ Хисеп
хăми çинче пулнă. 2005 çулта Алексей Талвир ячĕпе хисепленекен Литература
премине тивĕçнĕ.
Иван
Петрович хăйĕн хайлавĕсем тăрăх çитĕнсе пыракан ăрăва тăван чĕлхене хисемплеме,
эпир чăвашсем пулнине яланах асра тытмаллине асăрхаттарса хăварчĕ.
Унсăр пуçне Пĕрçырлан культура çуртĕнче Чăваш чĕлхи кунне халалланă концерт пулчĕ. Пирĕн шкул ачисем те активлă хутшăнчĕç, хамăр тăрăхри тата ытти чăваш поэчĕсен сăввисене каласа пачĕç.


