Паян, ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче, чăваш пурăнакан пĕтĕм ял-хула Чăваш чĕлхи кунне, Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкне, Чăваш Республикинчи халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалланӑ «Пĕтĕм чăваш диктантне» çырать.
Акцин тĕп тĕллевĕ – халăха чăваш чĕлхине вĕренме явăçтарасси,
пуплев культурин шайне çĕклесси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне Чăваш Республикинче,
Раççей Федерацийĕн регионĕсенче тата чикĕ леш енче сарасси, чăваш чĕлхин
пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ӳстересси.
Задачисем:
− тĕнчере тăван кĕтесрен, тăван çĕртен, тăван чĕлхерен, тăван
халăхран хакли нимӗн те ҫуккине тепĕр хут аса илтересси;
− чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси;
− чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине
тĕрĕслеме май туса парасси.
Пĕрçырланти пĕтĕмĕшле пĕлу паракан тĕп шкулта вĕренекенсемпе
вĕрентекенсем акцие активлă хутшăнчĕç.