«Пиртен пĕри»

«Пиртен пĕри»

Чăваш чĕлхипе литература кунне халалланă мероприятисем малалла тăсăлаççĕ. Ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ ачасемпе «Пирĕнтен пĕри» видеофильм куравĕ йĕркелерĕ тата И.Я.Яковлев – Аслă вĕрентӳçĕ презентаципе паллаштарчĕ. Кунта Иван Яковлевичăн пурнăçепе пултарулăхĕ, алфавит йĕркелени, Чĕмпĕр шкулне уçни йĕрленсе пырать.  Аслă педагог чăваш халăхне çутта кăларассишĕн тăрăшни витĕрех курăнать.