Инçет çăлтăр çути
Ҫаплах-ха çунать.
С.И. Березкина сăввин куçарăвĕ
Кăрлач уйăхĕн
28-мĕшĕнче Тани Юн, чăвашсен пěрремěш киноактриси, çуралнăранпа
122 çул çитрĕ. Ăна сума-суса, чысласа Пěрçырлан культура çуртěнче
уяв каçě
иртрě.
Пысăк
та хăтлă
зала ял-йыш, хаклă та сумлă хăнасем, хамăр
тăрăхри
поэтăмăр
Иван Петрович Ефимов (Сăкăт Ванькки), Мăн Сěнтěр
ял тăрăхěнчи
хăнасем,
Пěрçырлан
тата Палтай шкулěнче вěренекенсемпе вěрентекенсем,
килсе çитрěç.
Сцена çинче
Тани Юна халалласа «Сăр ен» халăх фольклор ушкăнě
илемлě
юррăсем
шăрантарчě.
Пěрçырлан
шкулěнче
вěренекенсем
сăвăсем
каласа пачěç.
Паянхи уяв Тани Юн хисепĕ чăнласах та пысăк шайра пулнине кăтартса пачĕ. Унăн ячĕ, пархатарлă ĕçĕсем яланах пирĕн асра пулĕç.