Тани Юн – чăвашсен пěрремěш киноактриси

Тани Юн – чăвашсен пěрремěш киноактриси

Паянхи кун, кăрлач уйăхěн 28-мěшě – Тани Юн çуралнă кунě. Çитěнсе пыракан ăрăва хамăр тăрăхри паллă та сумлă çынсемпе, вěсен пархатарлă ěçěсемпе тата пултарулăхěпе паллаштарас тěллевпе иртрěç паянхи тăван литература урокěсем. Вěсенчен пěри – Татьяна Бурашникова (хěр чухнехи хушамачě). Тăван чěлхепе литература вěрентекенě ачасене унăн пурнăçěн паллăрах енěсем, пултарулăхě çинчен каласа пачě, курăмлă материалсемпе, кěнекисемпе паллаштарчě. Ачасем Тани Юн çинчен вěреннě сăвăсене пăхмасăр каласа пачěç.

Çавăн пек паллă çынсем пирěн тăрăхра çуралса ӳснишěн пирěн тата çитěнсе пыракан ăрăвăн мăнаçланмалла, вěсен пултарулăхěпе интересленмелле, тěслěх илмелле.