«Кăшарни» тени мěне пěлтерет-ши? «Кăш» тени – «хěл», «арня»
- «эрне» тенине пěлтерет. Апла пулсан, Çěнě çул тапхăрěнчи уяв пулса тухать. Кăшарни эрни кăрлач уйăхěн çиччěмěшěнчен пуçласа
вун тăххăрмěшěччен
пырать. Çак кунсенче çамрăксем çěветкисем пулса, никам палламалла мар кулăшла тумланса
килрен киле çӳренě. Çамрăксем уяв ирттерекен çурта кěрсе, шӳтлě самантсем туса
култарма тăрăшнă, аллинче турчăка, пушă, шăпăр пулнă. Вěсен тěп тěллевě ялтан
усал чунсене тата халăха хирěçле кăмăллă вăйсене хăваласа кăтартасси шутланнă. Тěп
саманчě – юмăç яни. Кăшарни каç хěрсем сурăх урисене тытнă, çăм атăсем,
çăпатасем алăк урлă пенě, пӳрте чахă кěртсе чашăк çине укçа, шыв, кěрпе хурса
панă. Качча кайман çамрăк хěрсен уйрăмах хăйсен шăпине пěлес килнě. Çур çĕрте, ял тарăн
ыйха путсан, темиçе çамрăк хире е çул юпленнĕ тĕле тухса шăналăкпа витĕнсе
ларнă та итленĕ: выльăх-чĕрлĕх мĕкĕрни илтĕнчĕ пулсан – выльăх нумай пуласса,
тимĕр япала чăнкăртатни илтĕнсен – укçаллă пуласса, шăнкăрав е шăпăр сасси –
качча каясса е авланасса. Унсăр пуçне мĕнле кăна юмăç яман çамрăксем -
ытларахăшĕ пулас мăшăр кам пулассипе, хăçан çемье чăмăртассипе кăсăкланнă. Мĕншĕн
тесен евчĕсем шăпах Сурхури тата Кăшарни кунĕсенче хĕрсене çураçма çӳренĕ. Килěрен пăрçа ăшаланă,
тěрлě вěтě кукăль, çу мăйăрě пěçернě.
Кăрлач
уйăхěн 17-мěшěнче В.В. Константинова тата
Н.В.Клочкова, 6,8 класс ертӳçисем, вěренекенсене Кăшарни пирки каласа пачěç, интернет уçлăхěпе усă
курса видеосюжетсем кăтартрěç.
Шел, хальхи пурнăçра çак
йăла-йěркесем
манăçа тухса пыраççě. Темле пулсан та пирěн, вěрентекенсен,
ачасене вěсем пирки аса
илтерсех тăмалла,
паллаштармалла, каласа памалла.