Чӳк уйăхěн 26-мěшě – Чăваш тěрри кунě

Чӳк уйăхěн 26-мěшě – Чăваш тěрри кунě

«Мĕнле пуян чăваш тĕрри, — Унта пин-пин çулсен йĕрри» - çырать Василий Давыдов-Анатри «Чăваш тěрри» сăввинче. Сӑввинче вӑл тӑван халахӑн иксӗлми пуянлӑхне – тӗрӗ ÿнерне мухтаса, мӑнаҫланса шӑрҫалать. Чӑнласах ҫапла: тӗрӗре – аннен ачаш юрри, тӑван ял-йыш, ака-суха сасси, илемлӗ ҫутӑ ҫăлтӑрсем…

Мĕн авалтанпах чăвашсем тĕрленĕ, илемлĕхе туйма, курма пĕлнĕ. Çаванпа кил-çурт таврашне тĕрленĕ япаласемпе илемлетнĕ.

Чăваш тĕрри – халăх пурнăçĕн тĕкĕрĕ тесе каласан йăнăш пулмĕ, мĕншĕн тесен эрешсем урлă эпир чăвашсен ĕçĕ-хĕлĕпе, йăли-йĕркипе, çут çанталăк илемĕпе паллашатпăр. Унсăр пуçне «тĕнче тытăмĕ çинчен шухăшланине» асăрхама пулать тесе палăртаççĕ ăсчахсем.

Ачасене тĕрĕ-эреш «тĕнчипе» паллаштарас тĕллевпе чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕнче Перçырлан шкулĕнчи вěрентекенсем тěрлě мероприятисем ирттерчěç. Чăваш чěлхипе литература вěрентекенě ачасемпе хăнăху занятийě ирттерчě. Вěсене чăваш эрешěсем çинчен сăвăсем вуласа пачě, эрешсемпе тата вěсен пěлтерěшěсемпе паллаштарчě, кăкăр умне çакмалли паллăсем тума вěрентрě.

Класс ертӳçисемпе библиотека ĕçченĕ кĕнеке выставки йеркелерĕç. Ачасене чăвашсен тěрěçисемпе паллаштарчěç. Çак кĕнекесене тытса пăхакан ачасем илемлĕ тĕрĕ «тĕнчине» лекрĕç. Кунта мĕн тĕрлĕ эреш çук-ши! Калама та çук пуян та илемлĕ чăваш тĕрри!

Шел пулин те, авлтан упранса çирĕпленнĕ ал-ĕç йăли манăçа тухса пырать. Çитĕнсе пыракан ăрăва илемлĕхе туйма, çак йăлана малалла аталантарса пырас тĕллевпе класс ертӳçисем ачасене чăваш эрешěсене тěрлеме вěрентес тěллевпе Етěрне муниципал округěн культура çуртне илсе çитерчěç. Культура çурчěн ěçченěсем мастер-класс ирттерчěç. Çак ěç ачасене кăна мар, вěрентекенсене те кăсăклантарса, интереслентерсе ячě. Хĕр ачасем те, арçын ачасем те интересленсех тĕрлерĕç. Ĕçе хаваслă кăмăлпа тытăнсан пĕтĕмпех пулать иккен.

Çитĕнсе пыракан ăрăва илемлĕхе туйма, курма вĕрентмелле. Ăна ăсталас ĕçе явăçтарма тăрăшмалла.