Чӳк уйăхĕн çирĕммĕшĕнче
Пĕрсырлан культура çурчĕн ĕçченĕ Семёнова З.А. вĕренекенсене чăваш халăх
сăмахлăхĕпе, йăли-йĕркисемпе, уявĕсемпе, авлхи чăваш халăх пурнăçĕпе паллаштарчĕ.
Хальхи ăрури ачасен аталанăвĕнче чăваш халăх фольклорĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Унăн
никĕсĕсинче педагогика шухăшĕсем йĕркеленнĕ: ĕçе юратасси, аслисене хисеплесси,
ырă кăмаллă çын пуласси, çынна итлеме пĕлни. Çулсем иртнĕçемĕн чăваш
йăли-йĕркисем манăçа тухса пыраççĕ. Зоя Андреевна ачасене авалхи чăвашсем
Сурхури, Мăн кун уявĕсене мĕнле ирттернипе, салтака ăсатнă чух ирттернĕ
йăла-йĕркепе паллаштарчĕ, юррисене юрласа пачĕ. Малалла калаçу чăваш халăхĕн
сĕм авалтан пыракан этикечĕ пирки пулчĕ.
Çакăн пек калаçу
урокĕсем ачасене питĕ усăллă. Вĕсен чăваш халăх йăли-йĕркисене пĕлмелле.