Çын хăй ятне тăвать
ěмěрěпе,
Чысне сыхлать,
упрать ěмěрěпе.
Сăкăт
Ванькки
Юпа уйăхěн 16-мěшěнче Пěрçырланти
пěтěмěшле пěлӳ паракан тěп шкулта вěренекен ачасем чăваш чěлхипе литература вěрентекенěпе
Пěрçырлан ял тăрăхěн вулавăшне васкарěç. Кунта хамăр тăрăхри поэтăмăрпа, Иван
Петрович Ефимовпа, «Пурнăç тупсăмне шыраса» çавра сěтел йěркелерěç. Иван Петрович
малтанласа вěренекенсене А.П.Ефимов-Урак, тăван пиччěшě, çырнă кěнекесемпе
паллаштарчě. Анатолий Ефимов, медицина наукисен докторě, ученăй пурнăçěпе,
пултарулăхěпе
паллаштарчě, çак
кěнекери
хайлавсемпе паллаштарчě. Ачасене, çамрăксене, ял
халăхне
вуласа паллашма вулавăша парнелерě.
Поэтăмăр çитěнсе пыракан ăрăва тăрăшса вěренме, кěнекесемпе туслă пулма сěнчě.