Çěртме уйăхěн 24-мěшě – Чăваш Республикин кунě

Çěртме уйăхěн 24-мěшě – Чăваш Республикин кунě

Чăваш Республикин кунне çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче палăртаççĕ. Çак паллă куна халалласа Пĕрçырланти пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулта тěрлě мероприятисем иртрĕç. Шкул çумĕнчи лагере çӳрекен ачасем уяв кунне Чăваш Республикин гимнĕнчен пуçларĕç. Унтан чăваш  халăх пурнăçĕпе, йăли-йĕркипе çыхăннă тĕрлĕ конкурссем, вăйăсем ирттерчĕç: «Ят пěлмелле», «Суккăр упалла», «Тутăр», «Йăва», «Тупмалли юмахсене пĕлесси», «Ваттисен сăмахĕсене тĕрĕс тупмалла», «Чăваш халăх йăли-йĕрки» тата ыттисем. Унсăр пуçне чăваш юррисене, сăввисене аса илчĕç. Чăваш Республичи паллă вырăнĕсем, хулисем çинчен виртуаллă экскурсире пулса курчĕç.

Паянхи уяв кунĕ ачасен кăмăлне хавхалантарчĕ, тавра курăмне аталантарчĕ.  Ӳссе пыракан ăрăвăн хамăр Тăван çĕр-шыв историне, паллă çыннисене, йăли-йĕркине вěренсе пыма хавхалантарчě.