«Чăваш чěлхи вăл - манăн
чун та ěмěт,
хěвел те уйăхăм – тăван
чěлхе»
Ухсай Яккăвě
Ака уйăхěн 25-мěшě - Чăваш чěлхи кунě. Çак кун чăваш халăхне çутта
кăлараканě И.Я.Яковлев çуралнă. Çак пархатарлă ěçре Аслă вěрентекенěмěр тӳпи
пысăк. Вăл – чăваш халăхне çутта кăлараканĕ, чăваш ачисем валли шкул уçаканĕ, чăваш
букварьне кăлараканĕ, чăваш алфавитне никĕслекенĕ, аслă педагог, ăсчах. Чăваш чěлхипе литература вěрентекенě ачасене
И.Я.Яковлев çинчен ӳкернě видеосюжетпа паллаштарчě. Тăван литература урокěнче чăваш
халăхне панă «Халалне» тишкерчěç. Аслă вěрентекенěмěр сăмахěсене ачасем ăша
хыврěç. Тăван чěлхе вěрентекенпе ачасем И.Я.Яковлев çинчен стенд йěркелерěç. Çак
ěçе
йеркелеме вěрентекен
ертсе пынипе ачасем печěк тěпчев ěçě туса ирттерчěç:
И.Я.Яковлев пурнăçěпе пултарулăхне, Чěмпěр
шкулěнче
вěренекенсене,
çемйине
тěпчерěç.
Çак ěçе явăçтарни
çамрăк ăрăва тăван чěлхене хисеплеме, вěренсе пыма хавхалантарать. Аслă
вěрентекенěмěр
пархатарлă
ěçěсене
пирен манмалла мар, асра тытмалла.