Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче
Пĕрсырлан шкулĕнче вĕренекенсемпе
вĕрентекенсем «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акцие хутшăнчĕç. Акцин тĕп тĕллевĕ – халăха чăваш чĕлхине вĕренме явăçтарасси, пуплев
культурин шайне çĕклесси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне Чăваш Республикинче, Раççей
Федерацийĕн регионĕсенче тата чикĕ леш енче сарасси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне,
сумĕпе хисепне ӳстересси.
Задачисем:
−
тĕнчере тăван кĕтесрен, тăван çĕртен, тăван чĕлхерен, тăван халăхран хакли
нимӗн те ҫуккине тепĕр хут аса илтересси;
−
чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси;
− чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме май туса парасси.