Пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче
Пĕрçырланти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта «Кĕнеке – пĕлÿ çăл куçĕ» класс
сехечĕ итрĕ. Ку мероприятие чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ кĕçĕн класра
вĕренекен ачасене явăçтарчĕ. Тĕп тĕллевĕ – ачасене чăваш хайлавĕсене вулама
хавхалантарсси, тăван челхене хисеплеме верентесси, кĕнекесене упрама
вĕрентесси, кĕнекепе туслă пулма вĕрентесси.
Çак саманара алла
кĕнеке тытса вулакан ачасен шучĕ асхал тесен те йăнăш мар. Ытларахăшĕ Интернет
уçлăхĕпе усă курать, анчах та алла кĕнеке тытса вуланинчен пахи нимĕн те çук.
«Кĕнеке – пĕлÿ çăл куçĕ» пулнине ачасене мĕн пĕчĕкрен ăнлантармалла, çак шухăша
вĕсем ăша хывса çитĕнччĕр.
Ачасем чăваш çыравçисен
сăввисемпе, калавĕсемпе паллашрĕç. Кĕнеке çинчен кланă сăвăсене тупса илемлĕ
вулав йĕркелерĕç.
Юлашкинчен, кĕнеке çын пурнаçĕнче пысăк вырăн йышăннине ăнланса илчēç,
хăйсем те кĕнеке вулама юратнине пĕлтерчĕç.