Пуш уйăхĕн 19-мĕшĕнче Етĕрнери таврапӗлӳҫӗсен музейӗнче В.К.Магницкий
çуралнăранпа 185 çул ҫитнине халалланӑ наукӑпа практика конференцийӗ иртрӗ.
Кам-ха вăл Василий Константинович Магницкий? Вăл – этнограф, фольклорист, историк,
чăваш халăхĕн тĕпчевçи, суд следователĕ. Хусан университетне пĕтернĕ хыççăн пĕтĕм пурнăçĕ Атăл
тăрăхĕнче пурăнакан халăхсен йăли-йĕркине тĕпчессипе иртнĕ.
Конференцине хаклă хăнасем килсе çитрĕç:
И.Н.Ульянов ячĕпе хисепленекен ЧПУ профессорĕ, филологи наукисен докторĕ В.Г.Родионов,
Чăваш Республикин чăваш писателĕсен Союзĕн пайташĕ Патмар Э.И., И.Н.Ульянов ячĕпе
хисепленекен ЧПУ профессорĕ, философи наукисен докторĕ В.А. Федотов тата ыттисем те. Кашниех «нихçан
манăçми» В.К.Магницкин сумлă та хисеплĕ ĕçĕсене палăртса хăварчĕç.
Конференцире чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсем те активлă хутшăнчĕç.