Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунне халалласа Перçырланти пĕтĕмĕшле пĕлу паракан тĕп шкулта «Ман чĕлхе – ман халăх» сăвă вулакансен конкурсĕ пулса иртрĕ. Шкул хастарĕсем кунта та палăрчĕç. Ачасем чăваш халăхĕн паллă поэчĕсен тăван чĕлхемĕре, халăхăмăра халалланă сăввисене пăхмасăр каласа пачĕç. Вĕренекенсем активлă хутшăнни савăнтарать. Тăван чĕлхе пуласлăхĕ çитĕнсе пыракан ăруран нумай килет. Çавăнпа та çакăн пек мероприятисене ачасене явăçтарни чăваш чĕлхи малалла та аталанса пырасса шанчăк парать. Чĕлхе пулсан наци пулать.