Нарăс уйăхĕн 21 –
мĕшĕнче Пĕрçырланти пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан тĕп шкулта вĕренекенсем Пĕтĕм
тĕнчери тăван чĕлхе кунне халалласа «Чăваш чĕлхи – чĕкеç чĕлхи» стенд
йĕркелерĕç. Чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕпе ачасем тăван чĕлхе çинчен
çырнă сăвăсемпе паллашрĕç, тĕрлĕ чăваш çыравçисен витĕмлĕ цитатисене тĕпчерĕç. Ĕçе
пĕтĕмлетсе стенд йĕркелерĕç. Çакăн пек ĕçе явăçтарни вĕренекенсене питĕ усăллă.
Вăл тăван чĕлхене тĕпчеме, унпа интересленме, калаçма май тупса парать.