Нарăс уйăхĕн 19 – мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери
тăван чĕлхе кунне халалласа Пĕрçырланти
пĕтĕмĕшле пĕлу паракан тĕп шкулта хамăр тăрăхри поэтăмăрпа, Иван Петрович
Ефимовпа, тĕл пулу иртрĕ.
Паллах, пирĕн тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи.
Ун урлă эпир чăваш халăх историйĕпе, йăли-йĕркипе, сăмахлăхĕпе, пурнăçĕпе
паллашатпăр. Вăл пирĕн пурнăçăн тĕп шăнăрĕ пулса тăрать, мĕншĕн тесен эпир мĕн
ачаранах тăван чĕлхе урлă çут тĕнчене туптама тытăнатпăр.
Иван Петрович ачасене чăваш чĕлхин
пĕлтерĕшне уçса пачĕ, паха сĕнӳсем пачĕ, ăна юратма, хисеплеме хистерĕ. Вĕренекенсене хăйĕн пултарулăхĕпе
паллаштарчĕ. Иван Петровичăн хушма ячĕ – Сăкăт Ванькки. Сăр Сакат тăрăхĕнчи
чаплă поэтăмăр. Ку кăна та мар-ха. Вăл — Пĕрçырлан культура çурчĕ çумĕнчи «Сăр
ен» халăх фольклор ушкăнне хутшăнать, Етĕрне мунтципал округĕн Ветрансен Союзĕн
председателĕнче тăрăшать, нумай-нумай обществăлла ĕçсене хутшăнать. Питĕ кăткăс та сулмаклă ун кун-çулĕ.
Пур ĕçре те, пур çĕрте
те вăл малтисен ретĕнче. Совет Çарĕнче пултарулăх тата тавçăрулăх кăтартнăшăн
Хисеп грамотисемпе темиçе хут наградăланă. Чул хула çĕрĕнче ĕçлесе пурăннă
вăхăтра унăн сăн ӳкерчĕкĕ Хисеп хăми çинче пулнă. 2005 çулта Алексей Талвир
ячĕпе хисепленекен Литература премине тивĕçнĕ.
Иван Петрович хăйĕн
хайлавĕсем тăрăх çитĕнсе пыракан ăрăва тăван чĕлхене хисемплеме, эпир чăвашсем
пулнине яланах асра тытмаллине асăрхаттарса хăварчĕ.