Чăваш халăх ӳнерĕ нумай
енлĕ. Унăн тĕслĕхĕсенчен пĕри – тĕрĕ эрешĕ. Мĕн авалтанпах чăвашсем тĕрленĕ,
илемлĕхе туйма, курма пĕлнĕ. Çаванпа кил-çурт таврашне тĕрленĕ япаласемпе
илемлетнĕ.
Чăваш тĕрри – халăх пурнăçĕн
тĕкĕрĕ тесе каласан йăнăш пулмĕ, мĕншĕн тесен эрешсем урлă эпир чăвашсен
ĕçĕ-хĕлĕпе, йăли-йĕркипе, çут çанталăк илемĕпе паллашатпăр. Унсăр пуçне «тĕнче
тытăмĕ çинчен шухăшланине» асăрхама пулать тесе палăртаççĕ ăсчахсем.
Ачасене тĕрĕ-эреш
«тĕнчипе» паллаштарас тĕллевпе чӳк уйăхĕн 25-мĕшĕнче Перçырлан шкулĕнчи
библиотека ĕçченĕпе чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ кĕнеке выставки
йеркелерĕç. Çак кĕнекесене тытса пăхакан ачасем илемлĕ тĕрĕ «тĕнчине» лекрĕç.
Кунта мĕн тĕрлĕ эреш çук-ши! Калама та çук пуян та илемлĕ чăваш тĕрри!
Çитĕнсе пыракан ăрăва илемлĕхе туйма, курма вĕрентмелле. Ăна ăсталас ĕçе явăçтарма тăрăшмалла.