Республика кунĕ

Республика кунĕ

Чăваш Республикин кунне çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче палăртаççĕ. Çак паллă куна халалласа Пĕрçырланти пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулта мероприятисем иртрĕç. Шкул çумĕнчи лагере çӳрекен ачасем уяв кунне Чăваш Республикин гимнĕнчен пуçларĕç. Унтан икĕ ушкăна пайланса чăваш  халăх пурнăçĕпе, йăли-йĕркипе çыхăннă тĕрлĕ конкурссем, вăйăсем ирттерчĕç: «Вăйă картинче», «Сунарçăсемпе кайăк кăваклсем», «Тутăр», «Ҫăмхана тыт», «Тупмалли юмахсене пĕлесси», «Ваттисен сăмахĕсене тĕрĕс тупмалла», «Чăваш халăх йăли-йĕрки» тата ыттисем. Унсăр пуçне чăваш юррисене, сăввисене аса илчĕç. Чăваш Республин паллă çыннисем, паллă вырăнĕсем çинчен презентаци курчĕç.

Паянхи уяв кунĕ ачасен кăмăлне хавхалантарчĕ, тавра курăмне аталантарчĕ.  Ӳссе пыракан ăрăвăн хамăр Тăван çĕр-шыв историне, паллă çыннисене, йăли-йĕркине пĕлмелле.

Фотогалерея