Чăваш Улăпĕн ячĕ манăçмĕ нихăçан»

Чăваш Улăпĕн ячĕ манăçмĕ нихăçан»

Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Пĕрçырлан культура çуртĕнче чăвашсен Аслă Улăпĕ - И.Я. Яковлев - çуралнăранпа 175 çул çитнине халалласа пысăк уяв иртрĕ. Чăвашсене çутта кăларакан сумлă та чаплă вĕрентӳçĕн ятне Раççейре те, ун тулашĕнче те аван пĕлеççĕ. Ун çур ĕмĕре пынă нумай енлĕ ĕçĕ-хĕлĕ халăхсем хушшинче самана пĕлтерĕшлĕ пулса историе кĕрсе юлчĕ, тĕнчери тĕрлĕ çĕр-шывсенче ырă ята тивĕçрĕ. Халăха çутта кăларас енĕпе И. Яковлев тунă ĕçсене хамăр патшалăхра тата ют çĕр-шывсенче ĕçлесе тăракан ăсчахсем, çыравçăсем те пĕлнĕ.

Уявра Пĕрçырлан шкулĕнче вĕренекенсем Аслă Вĕрентекенĕмĕре халалланă савăсем каласа пачĕç, чăваш юррисене шăрантарчĕç. Л.Н.Былинкинăпа Р.В.Мурзина ертсе пыракан «Сенкер чаршав» драма кружокне хутшăнакан ачасем, чăн-чăн артистсем евĕр, Николай Сидоровăн «Пĕрремĕш учитель» пьесине сцена çинче лартрĕç. Уявра Хамăр тăрăхри поэтăмăр, Иван Петрович Ефимов, хаклă хăна пулчĕ. Кĕçĕн класра вĕренекенсем куракансене вăйă картине чĕнчĕç. Уява ертсе пыраканĕ куракансемпе викторина йĕркелерĕ. Активлă та тĕрĕс хуравлакансене парне парса чысларĕ.

Пĕрçырлан культура çумĕнчи «Сăр ен»  халăх фольклор ушкăнĕ – хамăр тăрăхри халăх йăли-йĕркине упраканĕсем – Андриян Григорьевич Николаев – чăвашсен пĕрремĕш космонавчĕн юратнă юррине «Вĕç, вĕç, куккук» тата ытти халăх юррисене шăрантарчĕç.

 Çитĕнсе пыракан ăрăвăн ача-пăча вăййисене, йăли-йĕркине, юрри-ташшине манмалла мар, упраса хăварма тăрăшмалла. «Чĕлхе пулсан пĕтместпĕр ĕмĕре!» - тенĕ паллă поэтăмăр Раиса Сарпи.

Çак уява йĕркелекенсене, хутшăнакансене пысăк тав!

Фотогалерея