Чăваш тĕрри илемлĕ, тĕрлеме пелсен кăна

Чăваш тĕрри илемлĕ, тĕрлеме пелсен кăна

Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче Пĕрçырланти пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулта вĕренекенсем тĕрĕ урокне хутшăнчĕç, чăваш тĕрри эрешĕсемпе паллашрĕç. Тĕрлĕрен тĕрĕ эрешĕсене туса пăхрĕç. Вĕсен историйĕпе тата ятарлă паллисемпе паллашрĕç. Çăлтăрсем, эрешсем касса кăларчĕç, ӳкерчĕç. Эрешсен пĕлтерĕшĕпе кăсăкланчĕç. Вĕренекенсем интересленсех ĕçлерĕç. ĕç ăнса пычĕ.