Ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче
Пĕрçырланти пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулта хамăр тăрăхри поэтпа, Иван Петрович
Ефимовпа, «Пурнăç хакĕ» темăпа тĕл пулу иртрĕ. Поэтăмăр малтанласа хăйĕн
пурнăçĕпе, пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Вăл Етĕрне районĕнчи Сăр Сăкăт тăрăхĕнчи
Урапакасси ялĕнче çуралнă.
Сăкăт Ваньккин пĕрремĕш
кĕнеки – «Пурнăç хакĕ» сăвăлла роман. Вăл 2005 çулта уйрăм кĕнеке пичетленсе
тухнă. «Пурнăç хакĕ» - питĕ курăмлă, этем пурнăçне тарăннăн курса, кашни
пулăма, кашни япалана философилле сĕм парса çырнă пысăк пĕлтерĕшлĕ хайлав.
Ахальтен мар Сăкăт Ванькки çав кĕнекешĕн Чăваш Республикăри Алексей Талвир
ячĕлле премие илме тивĕç пулчĕ. Талантлă поэтăн иккĕмĕш кĕнеки
«Кунсем-çулсем…Ҫулсем-йĕрсем…» Вăл 2007 çулта пичетленсе тухнă. Унта поэтăмăр
тĕрлĕ вăхăтра çырнă сăввисене тата куçарăвĕсене кертнĕ. Виççĕмĕш кĕнеки -
«Кĕмĕл туй». Вăл 2009 çулта тухнă.
Ачасене поэтăмăрăн пултарулăхĕ кăсăклантарса ячĕ. Унăн хайлавĕсем шăнкăр-шăнкăр шыв юххи евĕр шăранаççĕ, вĕсене вуланăçемĕн вулас килет. Вăл ӳлĕмрен вулакансене хăйĕн çĕнĕ кĕнекисемпе савăнтарасса эпир шанатпăр.