«Калаçатпăр чăвашла» акци

«Калаçатпăр чăвашла» акци


 

И.Я.Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине халалласа Пĕрçырланти пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулта «Калаçатпăр чăвашла» акци пырать. Шел пулин те, ачасем ытларах вырăс чĕлхипе калаçма тăрăшаççĕ. Вĕсем тăван чĕлхепе калаçма вăтанни питĕ пăшăрхантарать. Çак акцие чăваш чĕлхине аталантарас, ачасене чăвашла калаçма  явăстарас тĕллевпе йĕркелерĕмĕр.

Çак акци ака уйăхĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа 25-мĕшĕччен пырать. Ку акцие чăвашла пĕлмен ачасем те хутшăнаççĕ. Вĕсем тăван чĕлхене лайăх пĕлекеннисенчен вĕренсе пырĕç. Çакăнта аслă поэтăмăрăн сăвă йĕркисем аса килеççĕ: «Ик чĕлхе вăл - ик ăс маншăн, эп пуласшăн ик ăслах».