Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче «Чăваш эрешĕсем» ÿкерчĕксен куравĕ
иртрĕ. Унта эпир кĕçĕн классенче вĕренекенсен ĕçĕсемпе паллашрăмар. Ачасем
мухтава тивĕç. Вĕсем тăван ен культурине манмаççĕ. Малтанласа ачасем чăваш
эрешĕсемпе тĕплĕн паллашрĕç.
Кашни эрешĕн хăйĕн пĕлтерĕшĕ пур. Çавна май маçтăрсем тĕрĕсем ăсталанă чух вĕсен пĕлтерĕшĕсене шута илсе тĕрлеççĕ. Вĕсен ĕçĕсенче чăваш халăхĕн ĕçĕ-хĕлĕ, пурнăçĕ сăнланнă.