Чăваш Улăпĕ

Чăваш Улăпĕ


Яковлев чăваш çырулăхне, литературине аталанма çул уçаканĕ. Иван Яковлев чăваш алфавитне тунă, букварь хатĕрленĕ, ачасем валли калавсем çырнă, шкулсем уçнă. Чаваш ачисене чăвашла та, вырăсла та çырма, вулама вĕрентнĕ. Эпир ăна асра тытатпăр. 

Вăл уçнă Чĕмпĕр чăваш шкулĕ революциччен чăваш халăхĕшĕн университет та, академи те, консерватори те, театр та пулнă.

И.Яковлев чăвашсен малтанхи çыравçисене, артисчĕсене, композиторĕсене вĕрентнĕ.

Пĕрçырланти пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан тĕп шкулта вĕренекенсем И.Я. Яковлев пурнăçĕпе тĕплĕн паллашрĕç. Унăн ачисем, мăнукĕсем çинчен тĕпчесе пĕлчĕç. Вĕсем - аслă пĕлӳ илнĕ, халăхшăн усăллă та пархатарлă ĕç кӳрекенсем. Ачасем Чăваш Улăпĕ çинчен стенд йĕркелерĕç.