Аслă Вĕрентекенĕмĕрĕн чăваш халăхĕшĕн
тунă ĕçĕсем питĕ нумай. Вěрентӳ ěçěпе пěрлех илемлě литературăра та çанă тавăрса ěçленě.
Уйрăмах вăл ача-пăча валли хайлавсем çырнă: «Кулачă»,
«Лаша шырани», «Сармантей», «Ḉил-тăвăл» т.ыт.те.
Пĕрçырланти
петĕмĕшле пĕлӳ тěп шкулти кĕçěн классенче вěренекенсем унăн хăш-пěр
хайлавěсене аса илсе çирěплетсе хăварчěç, çав хайлавсем тăрăх ӳкерчĕксен
конкурсне ирттерчĕç. Ачасем пурте тăрăшса ĕçлерĕç.
Пирĕн мăн
асаттесем пин çул каяллах чăвашла калаçнă, тăван чĕлхене ламран лама, йăхран
йăха халалласа пынă, куç пек упраса пурăннă. Эпир те мăн асаттемĕрсен ятне ярар
мар, тăван чĕлхе пуянлăхĕшĕн, унăн тасалăхĕпе илемĕшĕн, пуласлăхĕшĕн
тăрăшар. Çакна пурнăçлама пире вара илемлĕ литература хайлавĕсене вулани
питех те пулăшать.