Аслă Патриархăмăр çуралнăранпа 175 çул çитсе пырать

Аслă Патриархăмăр çуралнăранпа 175 çул çитсе пырать

Чăваш халăхне çутта кăлараканĕ, Иван Яковлевич Яковлев, çуралнăранпа 175 çул çитсе пырать. Çавна май Пĕрçырланти пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан тĕп шкулта тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен çитĕнсе пыракан ăрăва малтанласа И. Я. Яковлевăн пархатарлă, чăваш халăхне çутта кăласрас тĕлĕшпе  йĕркеленĕ ĕçĕсем пирки тĕплĕн каласа пачĕ. Ăна тата чăвашсемшĕн тунă ĕçĕсем çинчен ытти çĕр-шывсенче те пĕлеççĕ.

«Манăн пурнăç» аса илĕвĕнче Аслă педагог çапла палăртать: «Эпĕ нихăçан та чапшăн, ăшă вырăншăн, пысăк укçашăн, мухтав сăмахĕсемшĕн ăшталанман, хамăн тăван халăхăмшăн, ăна вĕрентес ĕçшĕн усăллă та кирлĕ çын пулнине туйса, çак ĕçе эпĕ çеç тума пултаратăп пулĕ тесе те ĕненсе вăй хунă. Таса чунпа çĕр-шыв тата тăван халăх умĕнче çакна калама пултаратăп: хам пурнăçшăн чи вăйпитти вăхăтне халăха çутта кăларас ĕçе патăм, хам çамрăклăхăмри ĕмĕт-тĕллеве çак енĕпе пурнăçа кĕртрĕм».

Ачасен Аслă вĕрентекенĕмĕрĕн пархатарлă ĕçĕсене яланах пĕлсе тăмалла.