Тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи

Тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи

Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче Тĕнчери халăхсен тăван чĕлхе кунне паллă тăваççĕ. Çак куна 1999-мĕш çултанпа ЮНЕСКО организацийĕн Аслă конференцийĕ пуçарăвĕпе палăртма пуçланă. 

Чĕлхе вăл – хутшăну, ăнлану тата шухăшлав хатĕрĕ. Пурнăç тăршшĕпе çын нумай-нумай чĕлхене алла илме пултарать, çапах та тăван чĕлхе вăйĕпе ачаран йĕркеленнĕ тавра курăм, чăннипе, нихăçан та çухалмасть. Тăван чĕлхене пĕлмесĕр ют чĕлхене вĕренме май çук.

Çамрăк ăрăва тăван чĕлхене хисеплеме вĕрентес тĕллевпе нарăсăн 21-мĕшĕнче Пĕрçырланти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта  вулав урокĕ иртрĕ. Ачасем чăваш çыравçисен, поэчĕсен хайлавĕсене вуласа паллашрĕç: чĕр чунсем, çут çанталăк, интереслĕ пулăмсем çинчен. Хайлавсен тематики ачасене питĕ тыткăнларĕ. Вуласа пĕлнĕ хайлавсем тăрăх калаçу йĕркеленчĕ. Калаçу интереслĕ те кăсăклă иртрĕ.