Кашни
халӑхӑн чӗлхи хайне евӗрлӗ. Авал пӗр халӑха тепринчен чӗлхине пӑхса
уйӑрнӑ. Хӑйне кӑна тивӗҫлӗ чӗлхе пулмасан халӑха уйрӑм халӑх вырӑнне те хуман.
Пӗр миллион ҫын калаҫакан чӗлхе аслӑ чӗлхе шутланать. Ҫавӑн пек чӗлхесен йышне
чӑваш чӗлхи те кӗрет.
Чӗлхере
халӑх кӑмӑлӗ, шухӑшӗ, туйӑмӗ, сӑнарлӑхӗ палӑрать. Тӑван чӗлхене хисеплекен ытти
чӗлхене те хисеплет. Тӑван ҫӗр-шыва юратасси тӑван чӗлхерен, анне сӗчӗпе кӗнӗ
чӗлхерен пуҫланать.
Тӑван
чӗлхене лайӑх пӗлни те пӗр чӗлхене вӗренме, унӑн уйрӑмлӑхӗсене тӗплӗнрех
ӑнланма, ҫавна май ытларах пӗлӳ туянма пулӑшать.
Пĕрçырланти пĕтĕмĕшле
пĕлÿ паракан тĕп шкулта кĕçĕн класра вĕренекенсем, Тăван чĕлхе кунне халалласа,
чăваш поэчĕсен сăввисене пăхмасăр каласа пачĕç. Мĕн тери çепĕç те илемлĕ тăван
чĕлхемĕр! Ытти ачасем сăвă калакансене савăк кăмăлпа итлерĕç. Тăван чĕлхене
упрасси, сыхласа хăварасси кашнин тивĕçĕ пулнине туйса илчĕç.