Виç кĕтеслĕ çырусем…

Виç кĕтеслĕ çырусем…

Пĕрçырланти пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан тĕп шкулта вĕренекенсем пĕтĕм Раççейри çамрăксен «Тăван çĕр-шыва хӳтĕлекен патне çырнă çыру» акцие хутшăнчĕç. Ку акцие çитсе пыракан Тăван çĕр-шыва хӳтĕлекен кунне халалланă. Ачасем вĕсен кăмăлĕсене çĕклес, хавхалантарас  тĕллевпе саламлă çырусем шăрçаларĕç. Кашни çырăвне чăваш эрешĕсемпе илемлетрĕç. Тăван енрен илнĕ чăваш çырăвĕсем пирĕн салтаксен чун-чĕрисене ăшăтĕç, ачасем шăрçаланă ăшă та саламлă сăмахĕсем хавхалантарса тăрĕç. Вĕренекенсем Тăван çĕр-шыва хӳтĕлекенсене çирĕп сывлăх, ăнăçу, телей, часах çĕнтерӳпе таврăнма сĕнчĕç.

Пирĕн салтаксемшĕн каннă вăхăтра тăван кĕтесрен хыпар илни çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ!