Тани Юн çуралнăранпа 120 çул çитрĕ.

Тани Юн çуралнăранпа 120 çул çитрĕ.

Инçет çăлтăр çути çаплах-ха çунать (С.И. Березкина сăввин куçарăвĕ).

Çапла, Тани Юн пирĕншĕн – чăвашсемшĕн – чăнласах та Ҫут Ҫăлтăр евĕр. Унăн тата мăшăрĕн, Иоаким Максимов-Кошкинскин, ячĕ, вĕсен пархатарлă та сумлă ĕçĕсем яланах чăваш халăх асĕнче упранĕç.

Кăрлач уйăхĕн 28-мĕшĕнче пирĕн ĕнтешĕмĕр çуралнăранпа 120 çул çитрĕ. Ăна сума-суса, чысласа Шупашкартан сумлă та паллă çынсем, артистсем, çыравçăсем, драма театрĕн артисчĕсем – пирĕн ентешсем, Чăваш наци конгресĕн пайташĕсем килсе çитрĕç. Чăвашсен пĕрремĕш киноактирисин, ăста куçаруçăн, драматургăн ячĕпе асăну хăми уçрĕç. Татьяна Бурашникова (хĕр чухнехи хушамачĕ) çуралнă вырăна, Чурпай ялне, хаклă хăнасемсĕр пуçне ял-йыш, Палтайри вăтам шкул, Пĕрçырланти пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан тĕп шкул вĕрентекенĕсемпе вĕренекенĕсем пухăнчĕç. Ӳссе пыракан ăрăвăн çакă Ҫутă Ҫăлтăра пĕлмелле, унăн пархатрлă та сумлă ĕçĕсене тĕпе хурса тĕслĕх илмелле.

Пĕрçырланти культура çуртĕнче ентешемĕре чысласа пысăк уяв иртрĕ. Паянхи уяв Тани Юн хисепĕ чăнласах та пысăк шайра пулнине кăтартса пачĕ. Унăн ячĕ, пархатарлă ĕçĕсем яланах пирĕн асра пулĕç. 


Фотогалерея