Тани Юн – чăвашсен пĕрремĕш киноактриси

Тани Юн – чăвашсен пĕрремĕш киноактриси

Кăрлач уйăхĕн 28-мĕшĕнче Тани Юн çуралнăранпа 120 çул çитет. Вăл – чăвашсен пĕрремĕш киноактриси, ăста куçаруçă, драматург. Татьяна Степановна Максимова-Кошкинская – пирĕн ентешĕмĕр!

Пĕрçырланти пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан тĕп шкулта кĕçĕн класра вĕренекенсем тăван литература урокĕнче пирĕн сумлă та чыслă ентешĕмĕр пултарулăхĕпе паллашрĕç. Тани Юн пултарулăхĕ вĕсене питĕ кăсăклантарчĕ, вĕсем вĕрентекене тимлĕ итлесе ларма тăрăшрĕç, унăн сăн ÿкерчĕкĕсене тĕпчерĕç.  Ачасене пулас актрисăн театр пурнăçĕ ăçтан пуçланса кайни питĕ интереслентерчĕ.

Татьяна Бурашникова (хĕр чухнехи хушамачĕ) пĕчĕклех  чун-чĕрипе илемлĕх тĕнчине юратнă. Тăрăшса вĕреннĕ: Пĕрçырланти тата Мăн Сĕнтĕрти икĕ класлă шкулсене ăнăçлă пĕтернĕ. Ашшĕ хистенипе Етĕрнери гимназие кайнă, экзаменсем тытса вĕренме кĕнĕ, анчах вырăн çук пирки Кăрмăшри гимназие вĕренме кайнă. Пĕр çул вĕренсен каллех Етĕрнене таврăннă. Кунта вăл иккĕмĕш ступеньлĕ шкулта малалла вĕреннĕ. Юлашки класа куçсан ăна Палтай ялне хресченсене вĕрентме янă. Вăл пуçарнипе кунта «Пуян Карук» спектакль лартнă. Çакăнта пуçланса кайнă та ĕнтĕ унăн театр пурнăçĕ. 1924 çулта Татьяна Бурашникова театр çумĕнчи студире вĕренме тытăннă. Çак самантран пуçласа хăйĕн пĕтĕм пурнăçне ĕмĕрлĕхех театрпа тата кинопа çыхăнтарнă.

Çитĕнсе пыракан ачасемшĕн Тани Юн пултарулăхĕ паха тĕслĕх пулса тăчĕ