Чăваш Республикинче палăртнă Хамăр тăрăхри
паллă ентешĕмĕрсен çулталăкĕ вĕçленсе пырать. Пĕрçырлан ялĕнчи культура
çуртĕнче Тани Юна (Татьяна
Степановна Максимова – Кошкинская), пĕрремĕш чăваш киноактрисине тата Пётр Егорович Егоров архитектора, Анатолий
Петрович Ефимова, паллă профессора, травматолог врача халалласа асăну каçĕ иртрĕ. Вĕсен хисеплĕ ячĕсем тата пархатарлă ĕçĕсем
яланах пирĕн асра. Ӳссе пыракан ăрăвăн вĕсене пĕлмелле, вĕсен пархатрлă та сумлă
ĕçĕсене тĕпе хурса тĕслĕх илмелле.
Пĕрçырланти пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан тĕп
шкулта вĕренекенсем Валерий Венедиктович Муравьев çырнă «Тани Юн» поэма
сыпăкĕсене тата Тани Юн тăванĕн хĕрĕ, Светлана Ивановна Берёзкина çырнă «Юратнă
Тани Юн актрисăна халалласа» сăвă куçарăвне каласа пачĕç. Сумлă ентешĕмĕрсене
халалланă кĕнеке куравĕ иртрĕ. Вĕренекенсем интересленсех курава хутшăнчĕç.
Культура ĕçченĕсем сумлă ĕнтешĕмĕрсен пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен презентаци
йĕркелерĕç.
Ачасемшĕн ку мероприяти питĕ интереслĕ
пулчĕ.