Саламлă çырусем

Пĕрçырланти пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулта вĕренекенсем Тăван çĕр-шыв хӳтĕлевçисем патне саламлă çырусем шăрçаларĕç. Кашни çырăвне чăваш эрешĕсемпе илемлетрĕç.

Вĕренекенсем салтаксене çитсе пыракан Ҫĕнĕ çул ячĕпе саламларĕç, çирĕп сывлăх, ăнăçу, телей сунчĕç. Часах киле, тăван яла çĕнтерӳпе таврăнма сĕнчĕç. Пĕчĕк çырусем çеç пулччăр пирĕн вĕсем, анчах та вĕсем салтаксен чун-чĕрине ăшăтаççĕ. Пирĕн салтаксемшĕн каннă вăхăтра тăван кĕтесрен хыпар илни çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ!