Мĕнле
пуян чăваш тĕрри,-
Унта
пин-пин çулсен йĕрри
Унта
хăват илет çĕнни,
Çынсем
ĕмĕртенпе кĕтни.
В.Давыдов-Анатри
Ваҫлей Давыдов-Анатри «Чӑваш тӗрри» сӑввинче вӑл
тӑван халахӑн иксӗлми пуянлӑхне – тӗрӗ ÿнерне мухтаса, мӑнаҫланса шӑрҫалать.
Чӑнласах ҫапла: тӗрӗре – аннен ачаш юрри, тӑван ял-йыш, ака-суха сасси, илемлӗ
ҫутӑ ҫăлтӑрсем…
Паян,
чӳк йуăхĕн 26-мĕшĕнче, Чăваш тĕрри кунне халалланă кĕнеке выставки пулчĕ. Çак
кĕнекесене алла тытса ачасем тĕррĕн илемне, пахалăхне курса сăнарĕç.кашни эрешĕн
пĕлтерĕшне, вăрттăнлăхне палăртма тăрăшрĕç. Тĕрĕ чăваш эрешĕн чи лайăх
тĕслĕхĕсенчен пĕри шутланать. Чăвашсен йăлана кĕнĕ эрешлĕхне, ĕç мелĕсемпе епле
усă курнине пĕлни питĕ кирлĕ.