Чăваш халăхĕн
çĕр пин сăмах,
Çĕр пин юрă,
Çĕр пин тĕрĕ
И.Я.Яковлев
Чӑваш халӑхӗн пуянлӑхӗсенчен пӗри –
тӗрӗ эрешӗ. Чǎвашсем кил-çуртне тĕрленĕ, йывǎçран касса
эрешленĕ тата хǎваран авнǎ япаласемпе илемлетме тӑрӑшнӑ. Хальхи тапхӑрта эпир
чӑваш тӗррисемпе кӗнеке урлӑ е пӗр-пӗр выставкӑра паллашма пултаратпӑр. Мӗнле пуян чӑваш тӗрри – унта пин-пин ҫулсен йӗрри.
Чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш тĕрри кунне уявлатпăр. Çак куна халалласа Пĕрçырланти пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулти вĕренекенсем чăваш тĕррин паха тĕслĕхĕсемпе, ăстасем йĕркеленĕ «Тĕрленĕ Чăваш Ен» карттипе паллашрĕç, П.Хусанкай çырнă «Чăваш тĕрри сăвва итлерĕç. Вĕсем чăваш тĕррин пахалăхне, илемне курса чунтан киленчĕç. Вĕсен те çакăн пек илемлĕ эрешсем тĕрлеме кăмăл çуралчĕ.