Чăваш тĕррисен куравĕ

Чăваш тĕррисен куравĕ


       Пĕрçырланти пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулта ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче чăваш тĕррин куравĕ иртрĕ. Курава Рыбакова Раиса Венедиктовна хатĕрленĕ тĕрлĕ ал шăллисемпе ал тутрисенчен, салфеткăсенчен, турă кĕтессине çакмалли ал шăллисенчен йĕркеленĕ.

 Ку курава  чаплӑ тесен те йӑнӑш пулмӗ. Курава тӑратнӑ кашни япала куҫа илӗртет, чунра ырӑ туйӑм ҫуратать. Курса киленме те, пӑхса тӑранма та май ҫук. Кашни япалана Рыбакова Р.В хăйĕн аллипе тӗрлӗрен тӗрӗ-эрешпе илемлетнӗ. Мӗн чухлӗ ӑсталӑх, пултарулӑх, тӑрӑшулӑх, чӑтӑмлӑх, хастарлӑх, ыркӑмӑллӑх, чунлӑх палӑрса тӑрать ҫав япаласенче. Кашни япали – пысӑк пуянлӑх. Харпӑр хӑй илемлетсе ӑсталанӑ ӗҫсене нимӗнле укҫапа та виҫме май ҫук. Вӗсене ӑшӑ куҫпа та чунпа ҫеҫ хаклама пулать. Кашни япалинех юратса тунӑ. Ҫавӑнпа илемлӗ те вӗсем, ҫавӑнпа чуна тыткӑнлаҫҫӗ те.

Раиса Венедиктовнăна хăйĕн ĕçĕсемпе паллашма май тупса панăшăн  вĕренекенсем ăна тав тăваççĕ.