«Тĕрĕслер-ха хамăра» викторина

«Тĕрĕслер-ха хамăра» викторина

              Пĕрçырланти пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулта Аслă вĕрентекенĕмĕр И.Я.Яковлев çуралнăранпа 174-çул çитнине халалланă мероприятисем малалла пыраççĕ. Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче 9 класра Иван Яковлевич пурнăçĕпе пултарулăхĕ тăрăх йĕркеленĕ викторина иртрĕ. Çакăн евĕр викторина ирттерни ачасен тавракурăмне, пĕлĕвне анлăлатма та аталантарма пулăшать. Ыйтăвĕсем пурне те кăсăклантарса ячĕç, çав-çавах ĕçе пурте тивĕçлĕ пурнăçларĕç. Вĕренекенсем пурте активлă хутшăнчĕç. Чăн-чăн ăмăрту тейĕн. Сепанова Альбина чи пысăк кăтартусемпе мала тухрĕ.