«Илемлĕ чăваш тумĕ, тăхăнма пĕлсен кăна»

«Илемлĕ чăваш тумĕ, тăхăнма пĕлсен кăна»



Ака уйăхĕн  20-мĕшĕнче Пĕрçырланти  пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулта 7 класра вĕренекенсемпе «Илемлĕ чăваш тумĕ, тăхăнма пĕлсен кăна» мероприяти йĕркелерĕмĕр. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ ачасене чăваш тумĕпе паллаштарчĕ. Кашни эрешĕ пĕлтерĕшлĕ. Тивĕçлĕ тĕссемпе,  эрешсемпе усă курни – чăнласах та çав тери пысăк ăсталăх.

Анатри, тури, анат енчи чăвашсен тумĕсем пĕр-пĕринчен уйрăлса тăраççĕ: тĕссен килĕшĕвĕпе, эрешĕсемпе. Яш-кĕрĕмсемпе хĕрсем, качча кайнă хĕр арăмсен тумĕсемпе паллашрĕç, вĕсен уйрăмлăхне сăнарĕç.

Чăваш халăх çи-пуçĕ – наци илемĕ. Тумсенче калама çук пысăк пуянлăх пытаннă: чăваш халăхĕн авалхи çырулăхĕ, пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ.

Чăваш тумĕпе паллаштаракан мероприятисем чăнласах кирлĕ.