Ака
уйᾰхĕн 25-мĕшĕ - чᾰваш чĕлхи кунĕ. Ҫак куна халласа ака уйᾰхĕн 18-мĕшĕнчен
пуҫласа ака уйᾰхĕн 25-мĕшеччен Пĕрҫырланти пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулта Чᾰваш
чĕлхи эрни пуҫланчĕ.
Ака уйᾰхĕн 19-мĕшĕнче 5 классра чᾰваш чĕлхи урокĕнче «Илемлĕ
чᾰваш тĕрри» темᾰпа урок иртрĕ. Чи малтан ачасем чᾰваш тĕрри ҫинчен презентаци
пᾰхрĕҫ. Унтан чᾰваш тĕррин историйĕпе
паллашрĕҫ, тĕрĕ эрешĕсем мĕне пĕлтернине, чᾰваш тĕрринче ытларах мĕнле тĕспе усᾰ
курнине пĕлчĕҫ. Ҫавᾰн пекех ачасем чᾰваш тумĕпе те паллашрĕҫ.
Тĕрĕ ҫинчен ҫырнᾰ кĕнекесене тишкерсе тухрĕҫ. Урок ачасемшĕн питĕ усᾰллᾰ пулчĕ.
Ҫак кун 6-мĕшпе 7-мĕш классенче «Чᾰваш чĕлхи эрни» вᾰйа-викторина иртрĕ. Вĕренекенсем чᾰваш чĕлхи тата чᾰваш чĕлхине ҫутта кᾰлараканĕ И.Я.Яковлев пурнᾰҫĕпе пултаруллᾰхĕпе ҫыхᾰннᾰ ыйтусем ҫине хуравларĕҫ. Хᾰйсен тавра-курᾰмне анлᾰлатрĕҫ.
Чᾰваш
чĕлхи тата чᾰваш литературне вĕрентекенĕ Ершова Л.П.