«Чăваш халăхĕн çĕр пин сăмах, çĕр пин юрă, сĕр пин тĕрĕ…»

                                                                                                                                                                                        Чӑваш чӗлхи вӑл — манӑн чун та ӗмӗт,

Хӗвел те уйӑхӑм — тӑван чӗлхе.

Пуҫна чӗлхе вилессипе ан ҫӗмӗр,

Вӑл халӗ кирлӗ халӑха!

Ухсай Яккӑвӗ

 

Ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче Пĕрçырланти пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулта Аслă вĕрентекенĕмĕр И.Я.Яковлев çуралнăранпа 174 çул çитнĕренпе чăваш чĕлхипе литература эрни уçăлчĕ. Çавна май, тĕрлĕ интереслĕ мероприятисем пулса иртĕç, вĕсем ачасене тăван чĕлхемĕре хисеплеме, юратма хавхалантарĕç.

Чăваш чĕлхи эрнин пĕрремĕш кунĕнче Пĕрçырлан шкулĕнчи ачасем чăваш эрешĕсемпе паллашрĕç, вĕсене кашни шурă хут çине ӳкерме тăрăшрĕ. Вĕренекенсем питĕ тăрăшса ĕçлерĕç. Чăваш тĕррисене ӳкересси кăткăс иккен. Кашни эрешĕ хăйне евĕр интереслĕ, илемлĕ. Çавăнпа тыткăнларĕç те ĕнтĕ вĕсем ачасене.

Чăваш тĕрри – мĕн авалтан пыракан халăх ӳнерĕ. Кашни эрешĕн хăйĕн пĕлтерĕшĕ. Чăваш тĕрринче тăван халăхăн пуян историйĕ, ăслăлăхĕ упранать. Вăл çав тери илемлĕ-çке! Унăн хитрелĕхĕ, пахалăхĕ нихăçан та çухалмасть.

Вĕренекенсем ĕçе тивĕçлĕ пурнăçларĕç. Çак мероприяти вĕсемшĕн питĕ усăллă иртрĕ. 

Фотогалерея