Çепĕççĕн,
сулмаклăн,
Савăккăн,
хăватлăн
Янăратăн эс, ман
тăван чĕлхем,
Тимĕре тататăн,
Чул сăрта
вататăн,
Сӳннĕ вучахра та
эс чĕртен хĕлхĕм!
А.Канаш
Нарăс
уйăхĕн 22-мĕшĕнче Пĕрçырланти пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулта Пĕтĕм тĕнчери тăван
чĕлхе кунне халалласа «Тăван чĕлхемĕр малашлăхĕ çутă пултăр» темăпа калаçу
урокĕсем иртрĕç. Çак тема паянхи кун питĕ актуаллă, мĕншĕн тесен хуласенче кăна
мар, ялсенче те ача-пăча, ашшĕ-амăшĕ ытларах вырăсла калаçма тăрăшать. Ку,
паллах, питĕ пăшăрхантарать. Тăван чĕлхемĕрĕн çутă пуласлăхĕ пирĕнтен кашнинчен
килет. Вăл пирĕн ват асаттепе асаннесен, тăван атте-анне челхи. Тăван чĕлхе –
пирĕн пуянлăх. Ахальтен мар аслă вĕрентекенĕмĕр И.Я.Яковлев çапла çырнă:
Чăваш халăхĕн
Ҫĕр пин сăмах,
Ҫĕр пин юрă,
Ҫĕр пин тĕрĕ».
Вĕренекенсем
калаçăва питĕ активлă хутшăнчĕç. Вĕсене çак тема тарăн шухăша ячĕ. Тăван
чĕлхене хисеплекен ытти чĕлхесене те хисеплет. Хамăра хисеплесси, тăван
çĕр-шыва юратасси анне сĕчĕпе кĕнĕ тăван чĕлхерен пуçланать. Апла пулин,
калаçăва хутшăнакансем палăртнă темăна чăваш халăх поэчĕн, П.Хусанкайăн,
йĕркисемпе çирĕплетрĕç:
Çак
кунччен упраннă халăх
Мăшкăлланмĕ
паянтан;
Хăйшĕн хăй
— парне те палăк,
Пуринпе те
вăл пĕр тан.
Пĕтĕм
пурнăç терчĕпе
Çĕр çыртса
тупа тăватпăр:
Шăрăх,
сивĕ е йĕпе -
Эпир
пулнă, пур, пулатпăр!