Тăван чĕлхе!
Ĕмĕрлĕхе эс пурăн,
Атте-анне пек, эс пĕртен-пĕрре.
Ман саншăн хатĕр чи хисеплĕ вырăн,
Мухтав сана, тăван чĕлхемĕре!
А.Юман
Нарăс уйăхĕн
21-мĕшĕ Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕ шутланать. Çĕр çинче пурăнакан пур
халăхăн та хăйĕн чĕлхи пур. Кашни ача мĕн пĕчĕкрен тăван чĕлхепе тĕнчене курма,
ăнланма вĕренет. Ăна эпир атте-анне чĕлхи тетпĕр. Чĕлхесене сыхласа хăварас,
вĕсене çухалма парас мар тĕллевпе ирттерме йышăннă та çак уява. Халăхăмăра
çутта кăларнă И.Я.Яковлев пуласлăх çыннисене тăван чĕлхемĕре упрама пиллесе
хăварнă. Çапла çеç чăваш чĕлхи ыттисенчен кая пулмĕ тенĕ вăл. Пирĕн тăван чĕлхе
– чăваш чĕлхи. Вăл тĕнчери чи çепĕç чĕлхесен шутне кĕрет. Кун пирки паллă та
сумлă çынсем ырă сăмахсем каласа хăварнă. Н.К.Крупская çакăн пек илемлĕ
сăмахсем каланă: «Эпĕ чăвашсем калаçнине илтнĕ, вĕсен чĕлхи тĕлĕнмелле çепĕç».
«Эпĕ халиччен сирĕн чĕлхĕртен илемлĕ те янăравлă чĕлхе илтмен урăх!» - тенĕ
Альберт Бей та пирĕн чăваш чĕлхи çинчен.
Нарăсăн
21-24 мĕшĕнче тăван чĕлхе кунне паллă тунă май, Пēрçырланти пēтēмēшле пēлӳ
паракан шкулта(5,8,9 классем) , Етĕрне районĕнчи Стрелецки ялĕнче пурăнакан,
Галина Витальевна Столяровăпа (Альтукпи Турикас), поэтессăпа тĕлпулу иртрĕ. Г.
Столярова ачасене хăйēн пурнăçĕ çинчен каласа пачē. Хăйĕн пĕрремĕш сăввине мĕнле
çырнине аса илчĕ, сăввисемпе тата пичетленсе тухнă кĕнекисемпе паллаштарчĕ.
Галина Витальевна тĕрлĕ ӳсĕмрисене валли çырать. Унăн сăввисемпе композиторсем
юрăсем те хываççē. Тĕлпулу вĕçēнче, 1-мĕш класра вĕренекен Катя Охтерова, аслă
классенче вĕренекен ачасене чăвашла сăвă каласа пачĕ.