«Лайăх ят мултан паха», - тенĕ чăвашсем. Чӑваш ен авалхи историйӗпе, хӑйне евӗрлӗ культура тата тӗнчипе чапа тухнӑ, чӑваш ятне мухтава кӑларнӑ ҫыннисемпе палӑрса тӑрать.
Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче 8 - мĕш класра вĕренекенсемпе тĕпчев ĕçе туса ирттертĕмĕр. Весем пĕр-пĕр чăваш çыравçине тишкерсе буклетсем йĕркелерĕç. Паллах, кун пек тĕпчев ĕçне пурнăçласси вĕсемшĕн кăткăс та интереслĕ пулчĕ. Вĕренекенсем хăхсен ĕçĕсене тивĕçлĕ хӳтĕлерĕç. Ку ĕç ачасен тавракурăмне аталантарма май парать, пĕлĕве çирĕплетет.