«Янра, чăваш чĕлхи» уяв

 

«Чăваш пулнипе мăнаçлан,  чăваш ăсĕпе эс мухтан!» - çак  йĕркесемпе пуçланчĕ  Пĕрçырланти  культура çуртĕнче  аслă вĕрентекенĕмĕре И.Я.Яковлева, чăваш чĕлхине халалланă  уяв. Сцена çине чăваш тумĕ тăхăннă вĕренекенсем тухрĕç. Мĕн чухлĕ юрăăвă шăранмарĕ-ши?! Чăннипех те илемлĕ чăваш юрри-кĕвви! Çакна тепĕр хут çирĕплетсе пачĕç  вĕренекенсем. «Сǎрьен» халǎх фольклор ансамблě çитěнекен çамрǎк ǎрǎва хǎйсен тěслěхěпе хавхалантарса чǎваш халǎхěн ламран лама куçса пыракан йǎли – йěркисемпе паллаштарчě. Вǎйǎ картине шкулта вĕренекенсем те пěрле тǎчĕç, хамǎр тǎрǎхри  çурхи вǎйǎсем вылярĕç, карталанса юрласа кǎтартрĕç. Уявра чǎваш чěлхипе литература вěрентекенне, Никитина Тамара Викторовнǎна, асǎнса юрǎсем янǎрарěç, вǎл çырнǎ сǎвǎсене ачасем çěкленуллě туйǎмпа вуларěç. Вěрентекен çÿренě «Илем» ансамбль юрланă çепěç те илемлě юрăсем куракансен чунěсене тыткăнларĕç. «Колосок» ача садне çÿрекенсем те сцена çине тухрěç çак кун, хăйсен янăравлă сассисемпе «Пукане» юрра шăрантарчěç.Çĕр пин юрă, çĕр пин ташă, çĕр пин кĕвĕ çĕр-шывĕнче пулса курчĕç  çак кун куракансем. Чăваш чĕлхи малашне те кашни кун янăратăр – килте те, урамра та, хулара та, ялта та, ача садĕнче те, шкулта та.

 фоторепортаж