И.Я.Яковлев – аслă вĕрентекенĕмер, çыравçă

И.Я.Яковлев чăваш çырулăхне шухăшласа кăлараканĕ, халăх вĕрентĕвĕн ертӳçи, чăваш фольклорне тĕпчекенĕ, букварьсемпе чăваш кĕнекисен авторĕ, тăлмачă, пĕрремĕш чăваш ача-пăча писателĕ, литература хаклавçи.Асли те пĕчĕкки те Яковлев кенекисене вулама юратаççĕ. Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче 7-мĕш класри вĕренекенсемпе И.Я.Яковлев ача-пăча валли çырнă хайлавĕсемпе паллашрăмăр. Вĕсем ачасене питĕ тыткăнларĕç. Аслă вĕрентекенĕмĕр хайлавĕсем ачасене ашшĕ-амăшне мĕн пĕчĕкрен хисеплеме, ватлăха уяма, тимлĕх уйăрма вĕрентеççĕ. Хайлавсем ачасен кăмăл-туйăмне, илемлĕхне, пуплеве аталантарма пулăшаççĕ.Ҫултан çул ачасен кăмăл-сипет никĕсĕсем – ыр кăмăллăх, хăюлăх яваплăх, туслăх – тĕвĕленсе çирĕпленсе пырать. Чăваш халăхне çутта кăлараканăн хайлавĕсем тăрăх ачасем хăйсен пултарулăхне шурă хут çине куçарчĕç, ӳкерчĕксен куравне хутшăнчĕç. Ку куравра вĕренекенсем И.Я.Яковлев хайлавĕсене мĕнле шайра пĕлнине кăтартрĕç, тимлĕхне палăртрĕç.