Кашни патшалăхăн хăйĕн символĕсем пур. Вĕсен шутне герб, ялав тата гимн кĕреççĕ. Çак символсем патшалăх суверенитетне палăртаççĕ, вĕсен элеменчĕсем халăх пурнăçĕн тата ăс-хакăлĕн енĕсене çутатса параççĕ. Чăваш Республикин символĕсене республикăн Аслă Канашĕ 1992 çулхи ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче çирĕплетнĕ. Чăваш Республикин Патшалăх гимнĕ тесе „Тăван çĕршыв“ юрра йышăннă. Унăн авторĕсем – Герман Лебедев композитор тата Илле Тукташ поэт. Гимн республика паллă тăвакан халăх уявĕсенче, чаплă пухусене уçнă тата хупнă чухне, тĕрлĕ церемони вăхăтĕнче Патшалăх ялавне çĕкленĕ чухне, ют патшалăх ертÿçисене кĕтсе илнĕ чухне янăрать. Çакăн çинчен калаçрĕç черетлĕ урокра 1-4 классенче вĕренекенсем. Юрра итлесе сăмахĕсене вуларĕç, хавхаланса юрлама вĕренчĕç.