Эп - чӑваш ачи

Чӑваш чӗлхи кунне халалласа (акан 25 – мӗшӗнче ) шкулта чӑваш чӗлхине вӗрентекен  Никитина Т.В. ертсе пынипе 8 – 9 классем хушшинче « Эп – чӑваш ачи» ятпа тавҫӑруллисемпе савӑнӑҫлисен ӑмӑртӑвӗ иртрӗ. КВНа 8 класс ( « Асамҫӑ» ушкӑн) тата 9 класс («Шӑнкӑрав курӑкӗ» ушкӑн) хутшӑнчӗ. Хӗрӳ тупӑшура ушкӑнсем чӑваш ҫыравҫисене, хулисене, халӑх сӑмахлӑхне, логогрифпа ӗҫлеме пӗлнине, хӑйсен тавҫӑрулӑхне туллин  кӑтартма пултарчӗҫ. Куракансем те салхуланса, кичемленсе лармарӗҫ. Вӗсем валли те Никитина Т.В. интереслӗ ӗҫсем хатӗрленӗ. Хӑйсен хуравӗпе вӗсем ку е вӑл ушкӑна пулӑшрӗҫ. Киле панӑ ӗҫе (чӑваш наци апачӗ хатӗрлемеллеччӗ) кӑтартса  ӑнлантарса панӑ хыҫҫӑн « Асамат» ушкӑн ҫӗнтерчӗ. КВН пурин кӑмӑлне те кайрӗ.