« Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2017»

     Чӑваш Енре Амӑшӗпе Ашшӗн ҫулталӑкне тата Чӑваш чӗлхи кунне халалласа « Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2017» акцие Пӗрҫырлан шкулӗнче вӗренекенсем те хутшӑнчӗҫ.Ку акцие 8- 9 классенче вӗренекенсем хутшӑнма кӑмӑл турӗҫ.Чӑвашсен паллӑ ӑсчахӗ, ҫыравҫи Г. Волков ҫырнӑ « Ӑслӑ ача» хайлавӗ тӑрӑх хатӗрленӗ текст тӑрӑх диктант ҫырса вӗренекенсем орфографири, пунктуацири, грамматикӑри хӑйсен пӗлӗвне тӗрӗслерӗҫ. Хӑйсен ӗҫӗсемпе вӗсем кӑмӑллӑ юлчӗҫ, мӗншӗн тесен акцие хутшӑнакансен ӗҫӗсем пурин те « питӗ лайӑх» тата «лайӑх»  паллӑсене тивӗҫрӗҫ.