Паян Ленинград хулине фашист пусмӑрěнчен хӑтарнӑранпа 73 çул çитрě. «Тантӑш» хаçатӑн юлашки номерěнче 13 çулхи паллӑ мар ачан кун кěнекинчи йěркесемпе Элиза Валанс журналист паллаштарнӑ статья пур. Пěрçырланти пěтěмěшле пěлÿ паракан шкулти тӑваттӑмěшсем çав статьяпа паллашрěç, хӑрушӑ вӑрçӑ кунěсене куç умне тухса тӑратрěç. Ленинград хулинчи халӑх мěнле хěн-хур курни çинчен вуласа нумайӑшěн куçě шывланчě. «Блокадный Ленинград» презентацие пӑхса ачасем те аслисемпе тан йывӑр ěçе пуçӑннине, выçӑпа асапланнине, çав-çавах фашиста парӑнманнине пěлчěç. «Ан пултӑр вӑрçӑ нихӑçан» тесе пěтěмлетрěç тӑваттӑмěшсем.
Автор: Григорьева И. В.